Паян Красноармейски районне кӗрекен Чатукасси ялӗнчи Тӗп урамра ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. 662 метр тӑршшӗ ҫула чул сарса хытарнӑ. Ӑна уҫма районти тата республикӑри тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ялтисем чӑваш тумне тӑхӑнса, кӑпӑклӑ сӑра тата ҫӑкӑр йӑтсах тухнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие вак чула сарнӑ «Воддорстрой» ТМЯП пуҫлӑхӗ Анатолий Федоров та хутшӑннӑ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ
Сергей Молотков, республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов пулнӑ.
Ҫул туса панӑшӑн ял ҫыннисем пуҫлӑхсене ӑшӑ сӑмах самай каласа тав тунӑ. Вӗсем яка ҫулпа ҫӳреме ҫуран ҫӳрекенсене те кӑмӑллине, урапаллисемшӗн вара пушшех те ырлӑхран та ырлӑх тесе палӑртнӑ.
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Красноармейски районӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. 1935 ҫулта район Трак районӗ ятпа йӗркеленнӗ, 1940 ҫулта унӑн ятне улӑштарса ӑна Красноармейски районӗ ят панӑ. Халӗ районти 9 ял тӑрӑхӗнчи 89 ялта 15,2 пин ҫын пурӑнать. Ҫавра сӗтел тавра районти предприяти пуҫлӑхӗсем, шкул тата культура ҫурчӗсен ертӳҫисем, райадминистраци ӗҫченӗсем тата ытти чылай ҫын хутшӑннӑ.
Пухӑва районти вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Алексей Васильев уҫнӑ. Алексей Иванович пухӑннисене район кун-ҫулӗн паллӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ, район историйӗнче сумлӑ ят хӑварнӑ паттӑрсем ҫинчен, районта юлашки ҫулсенчи тунӑ ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ.
Ҫавра сӗтел хӑнисем «Трак ен — 80 ҫулта» хӑтлавпа (презентаципе) паллашнӑ.
Пухӑва районпа тантӑш ентеше те чӗннӗ. Яковлев Иосиф Яковлевич ӗҫ ветеранӗ шӑпах 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Кушар ялӗнче ҫуралнӑ.
2015 ҫулта районта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачан ашшӗ-амӑшне — Прокопьев Константин Александрович ҫурални ҫинчен свидетельство панӑ.
Пухӑннисем умӗнче тӗрлӗ ҫулсенчи район ертӳҫисем — С.
Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ утӑн 19-мӗшӗнче 900 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Мероприятие вӗт-шакӑртан пуҫласа ватӑ таранах пухӑннӑ.
Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов уҫнӑ. Чатукассисене саламлама Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та ҫитнӗ. Уявра Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Чатукасси уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, унтан тӗрле енне саланнӑ ҫынсем те килнӗ.
Сцена ҫинче «Ҫӑлкуҫ» фольклорпа эстрада ансамблӗ Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ, «Солнышко» ача-пӑча пултарулӑх ушкӑнӗ, «Тевет» фольклор ансамблӗ юрласа халӑха савӑнтарнӑ.
Каҫхине лазер шоу, ташӑ каҫӗ иртнӗ. Унта вара ҫамрӑксем чунтан савӑннӑ.
Сӑнсем (66)
Трак енӗн мухтавлӑ ентешӗн — Ҫавалҫырма ялӗнче ҫуралнӑ СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РФ халӑх артисчӗн, РСФСР, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн, Октябрьти Революци, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденӗсен кавалерӗн, чӑвашсен паллӑ композиторӗн Ф. М. Лукинӑн пурнӑҫӗ 1994 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче татӑлнӑ. Манмаҫҫӗ ӑна Чатукасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Ҫулленех асӑну кунне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чатукассинчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче иртрӗ.
Хӑнасем чылайӑн хутшӑнчӗҫ унта. Ҫав йышра композитор хӗрӗ — Татьяна Филипповна, районти ентешӗсем — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. С. Сементер, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов тата унӑн ҫумӗ А. В. Яковлев журналист, Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т.
СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин тата Дагестан ӳнерӗн тава тивеҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗн, нумай орден кавалерӗн, кӗскен каласан — Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Филипп Миронович Лукин композиторӑн сумлӑ ячӗпе пархатарлӑ ӗҫӗсене яланах асра тытас, ҫамрӑк ӑрӑва ентешӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса пурнӑҫ ҫул-йӗрне суйласа илме пулӑшас тӗллевпе Красноармейски район администрацийӗ 2013 ҫула Филип Лукин ҫулӗ тесе йышӑннӑ.
Йӗркелӳ комитечӗ Филипп Миронович ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленсе тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Кӗҫех Ф.Лукин ҫуралнӑ ялти музее тӗпрен юсама, унӑн ҫывӑхӗнчи лаптӑка тирпейлеме тытӑнӗҫ. Аякран килекен хӑнасем умӗнче намӑс курас мар тесе Чатукасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта пурӑнакансемпе темиҫе хут тӗл пулнӑ, хӑйсен ҫурчӗсене, пахчисене, хуралтӑсене тасатма калаҫса татӑлнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та айккинче юлман, Филипп Лукинӑн музейне тӗрлӗ экспонат парнеленӗ.
Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ ялӗ Красноармейски районӗн чиккинче, Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑхӗнерех вырнаҫнӑ. Илемлӗ вырӑн — Ункӑ шывӗ юнашар. Ҫумма-ҫумӑн тенӗ пекех Ҫавалҫырма, Енӗшкасси ялӗсем лараҫҫӗ, Ункӑ урлӑ каҫсан — Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫӗньял. Шӑп та лӑп ҫак ял ӗнтӗ шӑматкун, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хӑйӗн 120 ҫулне паллӑ турӗ. Уява 200 ҫын ытла пуханчӗ.
Каласа хӑварас пулать, 1990 ҫулта ялӑн 100 ҫулне палӑртнӑччӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать — унтанпа ялта та улшӑнусем чылай пулса иртрӗҫ. 1997 ҫулта ҫӗнӗ урам хыврӗҫ (урам Степан Кураков ячӗллӗ — вӑл колхозӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ). Унта халӗ 5 кил. Ҫавӑн пекех 20 ҫул хушшинче яла газ кӗртрӗҫ, асфальтлӑ ҫул ҫитрӗ.
Уява Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров уҫрӗ. Вӑл кӗскен район пурнаҫӗпе паллаштарчӗ. Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ халӑхне ҫӗнӗ урамра шыв башни ҫуккки самай пӑшӑрхантарать иккен, ҫавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва 2011 ҫулхи район аталанӑвӗн программине кӗртме шантарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.